Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялӗнче 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче икӗ арҫын — кӳршӗсем — хирӗҫсе кайнӑ. 69 ҫулти арҫын хӑй пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче 55 ҫулти кӳршипе хирӗҫсе кайнӑ.
Малтан икӗ арҫын тавлашса кайнӑ. Унтан асли хӑйнчен кӗҫӗнреххине икӗ хутчен тапса ҫапнӑ, унтан ҫӗҫӗпе кӑкӑрӗ тӗлнче чикнӗ. Сурана пула арҫын кӑштахран вилсе кайнӑ.
Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн 69 ҫулти арҫын пуҫ чирӗпе аптӑрани палӑрнӑ. Вӑл хӑй мӗн хӑтланнине ӑнланса пӗтереймест иккен. Ӑна психиатри пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов сӗт сутакансемпе тӗл пулнӑ. Вӑл ӗнер Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялне кайнӑ.
Ял ҫыннисем министра пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт пухакансем асӑннӑ ҫимӗҫе пӗр литрне 19 тенкӗпе туянаҫҫӗ.
Сергей Артамонов ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене урамсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӳресси ытларах пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, ҫырмара плотина тӑвасси, лавкка умӗнчи лапама хитрелетесси, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене лартса тухнӑ вырӑнсене бетонласси.
Ӗне усракансене кӑҫал та укҫан пулӑшас тенине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр ӗнешӗн – 2400, икӗ ӗнешӗн – 3400-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400-шар тенкӗ парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Авӑнӑн 15-мӗшӗнче ирхине 9 сехетре Ишлей ял тӑрӑхне кӗрекен Курак Чурачӑк ҫыннисем клуба пӗрлехи информаци кунне пухӑнчӗҫ. Тӗлпулӑва Шупашкар район пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, Чӑвашстатӑн Шупашкар районӗнчи тӗп специалист-эксперчӗ Ольга Прокопьева тата ытти пуҫлӑхсем пырса ҫитрӗҫ.
Тӗлпулура район пуҫлӑхӗ кун йӗркинче палӑртнӑ ҫивӗч ыйтусемпе халӑхпа калаҫу ирттерчӗ: апат-ҫимӗҫ хакӗсем ӳснине чарас тӗлӗшпе влаҫ органӗсем йышӑннӑ комплекслӑ мерӑсем ҫинчен, обществӑлла инфраструктура обьекчӗсене хӗле хатӗрлесе ҫитерни тата ял хуҫалӑх пасарӗсем ирттересси пирки.
Шупашкар районӗн ял хуҫалӑх пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт сӑвассипе хальхинче те «Чурачӑк» АУО малта. Хуҫалӑхра пӗр ӗнерен 15 кг сӗт суса илеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрти пӗлтӗрхи кӑтартупа танлаштарсан, чурачӑксем 3,4 кг ытларах сӗт суни курӑнать.
«Чурачӑк» АУО Курак Чурачӑк (Ишлей ял тӑрӑхӗ) ялӗнчи Совхоз урамӗнче вырнаҫнӑ. Директор — Шалеев Евгений Федорович.
Авӑнӑн 6-мӗшӗ тӗлне районӗпе вара хуҫалӑхсем патшалӑха 32 917 кг сӗт сутнӑ.
Шупашкар районӗнчи «Шупашкар—Сӑр» ҫулӑн Ишлейпе Курак Чурачӑк пайӗнче вырнаҫнӑ кӗпере тӗрӗслеме ятарласа тунӑ комисси пайташӗсем тата республикӑран чӗннӗ специалистсем нумай пулмасть ун патне ҫитсе кӗпере тимлӗн пӑхса тухнӑ.
Мӑттикассипе Курак Чурачӑк ялӗсем хушшинче вырнаҫнӑ кӗпере юсамалли куҫа курӑнать пулин те хӑрушла авӑнчӑк курман. Комисси кӗпере тӗпрен тӗрӗслеме , ҫав шутрах шыв ҫулне ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ. Юсав ӗҫӗсене ҫитес вӑхӑтра ирттерме шут тытнине кура кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне машинсен хӑвартлӑхне тата йывӑрӑшне чакарма сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |